Кӑҫал Чӑваш Енри ял хуҫалӑхӗсем тӑкак курчӗҫ: кӗрхисен чылай пайӗ пӗтнӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗ ирттернӗ ларура ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов шӑпах кун пирки калаҫнӑ.
Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри тӑкак курнӑ аграрисене пулӑшмашкӑн республика хыснинчен 79,6 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Кӑҫал кӗрхисем лайӑх шӑтманран ял хуҫалӑхӗсем акмашкӑн вӑрӑ ҫӗнӗрен туяннӑ. Чылайӑшӗ элита вӑрӑ илнӗ.
Ларура йышӑннӑ ҫак ҫӗнӗлӗх тепӗр 10 кунран саккунлӑ вӑя кӗрӗ. Кун хыҫҫӑн укҫа-тенкӗ ял хуҫалӑхӗсем патне ҫитӗ.
Силпи улӑхӗсем тавра пуҫланнӑ калаҫусем ҫинчен «Урал сасси» хаҫатра сентябрӗн 12-мӗшӗнче тата октябрӗн 2-мӗшӗнче пичетленнӗ статьясене вуларӑм, «Регионы России» журналта, «Чӑваш халӑх сайтӗнче», «Правда Краснояра ВКонтакте», «Идель.Реалии» сайтра тата ытти хыпарлав хатӗрӗсенче тухнисемпе паллашрӑм.
Чӑваш халӑхӗшӗн сӑваплӑ вырӑнсем шутланакан ҫӗре ют ҫӗршыв компанине арендӑна панине, Силпи сӑрчӗпе улӑхӗсене сысна каяшӗ айне тума шутланине ниепле те йышӑнма май ҫук. Хальхи технологи хӑватлӑ теҫҫӗ пулсан та, йышлӑ сысна комплексӗн пылчӑкӗпе шӑршине икӗ хуранта пытарса усрама май пулмасть. Халлӗхе Раҫҫейре ун пек тап-таса комплекссем никам та туман, ҫавӑнпа сысна витине Пелепей хули ҫумне е Шарлӑк (Шаровка) варрине лартмаҫҫӗ.
Халӑх сӑлтавсӑр шавламасть. Сысна комплексӗ Слакпуҫ ял хутлӑхӗнчи чӑваш ялӗсен малашлӑхне касса татать, ҫӑлкуҫсене варалать, сывлӑхшӑн пӑрӑнми хӑрушлӑх тӑвать. Кунта нимле юптару-тыттарупа, ӗҫ вырӑнӗ, инвестици ырлӑхӗ тенипе тӳрре тухма пулмасть.
Вырӑнти халӑха пӑтратас шутпа халӗ Слакпуҫӗнчи шкула кам ятне парасси пирки тавлашу пуҫарнӑ.
«Чӑвашхмельпром» тулли мар яваплӑ общество «Чӑваш хӑмли» ятпа усӑ курма ирӗк илнӗ. «Чувашский хмель»(чӑв. Чӑваш хӑмли) ятпа малашне пӗртен-пӗр ҫав предприяти ҫеҫ сутайӗ.
Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑвашхмельпром» Роспатента ятарлӑ документсене ҫитерсе парсан «Чӑваш хӑмли» ята регистрацилӗҫ.
Роспатентра хӑйсен продукцине интеллект харпӑрлӑхӗ евӗрЧӑваш Енри предприятисем маларах та регистрациленӗ тӗслӗхсем пулнӑ-ха. Ҫавӑн пек майпа Етӗрнери аш-какай комбиначӗ тата Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ усӑ курнӑ. Етӗрнери аш-какай комбиначӗ — чӑваш шӑрттанне регистрацилеттернӗ, Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӑслӑлӑх институчӗ — икӗ йышши хӑмлана.
Шупашкарта «Кӗр парнисем» ял хуҫалӑх ярмӑркки вӗҫленнӗ. Апла, ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт.
Аса илтерер: ярмӑрккӑ 4 лапамра ӗҫленӗ, сутуҫӑсене вырӑнпа тӳлевсӗрех тивӗҫтернӗ. Ватӑ ҫынсене нимеҫӗсем пахча ҫимеҫе киле илсе ҫитерме пулӑшнӑ. Ку пулӑшупа 300 ҫын усӑ курнӑ. Пӗтӗмпе 80 студент-нимеҫӗ пулнӑ.
Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ярмӑрккӑ вӑхӑтӗнче 170,4 тонна пахча ҫимӗҫ сутнӑ. Пӗтӗмпе – 2,56 миллион тенкӗлӗх.
Ҫынсем ытларах ҫӗрулми туяннӑ: 104 тонна сутӑннӑ. Ӑна 6-10 тенкӗпе туянма май пулнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр ҫӗрулмине 10-17 тенкӗпе сутнӑ.
Кӑҫал сухан – 12-20 тенкӗпе, купӑста 14-20 тенкӗпе сутӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсем Алексей тата Сергей Алатыревсем, Ирина Кручинкина Мари Элти уй-хире ҫитнӗ. Вӗсем унта хӑйсем шухӑшласа кӑларса хута янӑ комбайна тӗрӗсленӗ. Техника купӑста пуҫтарать. Проекта «Старт-1» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ.
Комбайн мӗнле ӗҫленине «Деметра» тулли мар яваплӑ обществӑн ӗҫченӗсем те сӑнанӑ. Техника купӑстана питӗ лайӑх пуҫтарнине вӗсем те палӑртнӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ общество ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, техника ӗҫӗ требованисемпе килӗшсе тӑрать.
Эппин, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсен ӗҫӗ харама кайман – комбайн промышленноҫ производствинче юрӑхлӑ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче юлашки ҫулсенче анлӑ сарӑлнӑ культурӑсенчен пӗри — куккурус. Маларах ӑна симӗс апатлӑх ӳстернӗ, халӗ вара тӗш тырӑлӑх та акаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, куккуруса 97 предприятире туса илеҫҫӗ. Вӗсенчен 11-шӗнче — тӗш тырӑлӑх.
Кӑҫал пирӗн республикӑра куккуруса 13,9 пин гектар ҫинче акса хӑварнӑ, ҫав шутран 1,8 пин гектарне — тӗш тырӑ валли. Ҫак культурӑна республикӑри 20 районта акса тӑваҫҫӗ, вӗсенчен 13-шӗнче — выльӑх-чӗрлӗх апачӗ валли. Хальхи вӑхӑтра 3,2 пин гектар ҫинчен силослӑх вырнӑ.
Вӑрнар районӗнче куккурус лаптӑкӗ 2466 гектар йышӑнать, Шупашкар районӗнче — 2085 гектар. Республикӑра туса илекен куккурусӑн пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ ҫак икӗ муниципалитета тивет. Елчӗк районӗнче вӑл — 1,3 пин гектар, Комсомольски районӗнче — 1,2 пин гектар, Патӑрьел районӗнче — 1,1 пин гектар.
Чӑваш Енре ҫак кунсенче иртекен «Кӗр парнисем-2019» ял хуҫалӑх ярмӑрккинче ытларах сутакан апат-ҫимӗҫ шутӗнче — ҫӗрулми, сухан, кишӗр тата купӑста. Кунсӑр пуҫне — панулми, груша, пыл, йывӑҫ-тӗм хунавӗ, ешӗл ҫимӗс, аш-пӑш тата улма-ҫырла.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, лавккасенче ҫӗрулмин пӗр килограмне 11-24 тенкӗпе сутаҫҫӗ пулсан, ял хуҫалӑх ярмӑрккинче — 8-12 тенкӗпе.
Аса илтерер: ярмӑрккӑна республикӑри мӗнпур район-хулара йӗркеленӗ. Тӗрлӗ вырӑнта пурӗ 42 лапам ӗҫлет.
Ял хуҫалӑх ярмӑрккинче туяннӑ пахчаҫимӗҫе Шупашкарта пурӑнакан ватӑ ҫынсене тата сусӑрсене тӳлевсӗр леҫсе параҫҫӗ. Илнӗ продукцине машинӑна тиеме тата пушатма волонтерсем пулӑшаҫҫӗ.
Кӑҫал ҫӗрулми тупӑшӗ савӑнтарать. Анчах сутлӑх хакӗ пӗчӗк. Хальлӗхе пур районта та ҫӗрулмине пухса кӗртмен-ха.
Ҫӗрулми ыйтӑвӗ пирки ЧР Элтеперӗ МИХсен элчисемпе тӗл пулнӑ чухне калаҫнӑ. Хӑш-пӗр журналист ытлашши ҫимӗҫе типӗ ҫанталӑкран шар курнӑ регионсене ӑсатма сӗннӗ. Тӗслӗхрен, Иркутск облаҫне. Вырӑнтисем ҫӗрулмине укҫасӑрах ӑсатма хатӗр-мӗн.
«Ҫутҫанталӑкран шар курнӑ ҫынсене пулӑшма хатӗр ҫынсене тав. Пулӑшу пирки калас тӑк, эпир унашкаллине унччен те тунӑ, малашне те ҫапла пулӗ», - тенӗ Михаил Игнатьев. Элтепер каланӑ тӑрӑх, ку енӗпе йывӑрлӑхсем пулмӗҫ.
«Анчах ҫакна ял хуҫалӑх предприятийӗсен шучӗпе туни тӗрӗсех мар. 2010 ҫула астӑватӑп, республикӑра типӗ пулчӗ. Ун чухне ҫӗрулми регионта пулмарӗ. Ӑна Омск облаҫӗнчен, Алтай крайӗнчен кӳрсе килчӗҫ ун чухне ҫӗрлуми 60 тенке ҫитрӗ. Анчах никам та ҫӑхавламан, пурте илнӗ. Ҫавӑнпа йӑлтах тупӑшлӑ условисемпе пулмалла», - ҫапла ӑнлантарнӑ Элтепер.
Кӑҫал, чӑнах та, ҫӗрулми тупӑшӗпе савӑнтарать. Анчах унӑн хакӗ «иккӗмӗш ҫӑкӑра» ҫитӗнтерекенсене тивӗҫтерет-и?
Ҫӗрулми ӑнса пулнӑшӑн савӑнмалла-ха, анчах япӑх енӗ те пур: унӑн хакӗ пӗчӗк. Хуҫалӑхсем пӗр килограма 6,5 тенкӗпе сутаҫҫӗ, ахаль ҫынсенчен вара 3-4 тенкӗпе кӑна пуҫтараҫҫӗ. ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ тӑрӑх, тухӑҫ лайӑх чухне ҫӗрулмие тӳрех сутма йывӑр. «Кӑҫал уйӑракан, ҫӑвакан, федераци сечӗсен центрне илсе ҫитерекен пӗрремӗш кооператив пулӗ», - тенӗ министр.
Палӑртмалла: халӗ хуҫалӑхсенче ҫӗрулми пуҫтарас ӗҫ малалла пырать. 6.5 пин гектартан 2-пинӗшне пухса кӗртнӗ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Авӑр Ҫырми ялӗ ҫывӑхӗнчи уй-хирте тыр-пул вырнӑ чухне пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ӗҫленӗ вӑхӑтрах комбайн ҫунма тытӑннӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, комбайн тӗппипех ҫунса кайнӑ. Вӑл мӗншӗн мӑкӑрланма тытӑннине халӗ уҫӑмалатаҫҫӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал вырма вӑхӑтӗнче кунашкал пӑтӑрмах Пӑрачкав районӗнче те пулнӑ. Унта та комбайн ҫунма тытӑннӑ. Анах ун чухне пушара часах сӳнтернӗ, ял хуҫалӑх техникин двигатель отсекӗ тата кустӑрмисем сиенленнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.10.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Панкратов Николай Иванович, Социалистла Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |